Паттăрсене асра тытатпăр. Антонов Владимир Анатольевичăн асăну кунě

Фоторепортаж

Кăçал, 2017-мěш çулта, Аслă Çěнтерÿ пулнăранпа 72 çул çитет. Ытла та йывăр çěнтерÿ пулнă вăл. Миçе пин çынна асап кÿмен-ши вăл, миçе пин çынна выçăпа нушалантарман-ши, миçе пин çемьене, ача-пăчана тăлăха тăратса хăварман-ши, миçе пин каччăпа хěре вăхăтсăр çěре кěртмен-ши? Анчах та мирлě пурнăçра çамрăклах пирěнтен вăхăтсăр уйрăлса каякансен йышě те чылай-çке хальхи вăхăтра. Афганистан… Чечня…Украина… сăмахсене илтсен чěре ыратса каять, пыр капланса килет, кÿçсенчен куççуль шăпăртатса юхса анать.

Эпир, Вăрнар районěнчи Çěрпел тăрăхěнче çуралса ÿснě шкул ачисем, вěрентекенсем, ял çыннисем кăрлачăн 28-мěшěнче Чечня Республикинче паттăррăн çапăçса пуç хунă ентешěмěрěн, Антонов Владимир Анатольевичăн  асăну кунне ирттертěмěр.

Антонов Владимир Анатольевич Вăрнар районěнчи Хурăнсур Çармăс ялěнче 1976-мěш çулта çуралнă. Ачалăхě çак ялтах иртнě унăн, вěренме кÿршěри Çěрпел ялне çÿренě, тăрăшса вěреннě, спортпа туслă пулнă. Ытти нумай каччăсемпе хěрсем пек аслă пěлÿ илсе пурнăç çулěпе тикěссěн утса тухма ěмěтленнě. Салтака кайма вахăт çитсен те пăрăнса юлман, тăван çěр- шыв умěнче хăй тивěçне тÿррипех пурнăçлама тăрăшнă. 1994-мěш çулта Вăрнарти Çар комиссариачě чěннипе вăл çар ретне тăрать. Çÿллě те яштака каччăна тÿрех асăрханă, тинěс çар  флочěн 36130 номерлě çар чаçне лекет вăл. Шкулта вěреннě чухнех Владимир спортпа питě туслă пулнă. Тăван тăрăхра çеç мар, районта та, республикăра та  тěрлě ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăнма пултарнă. Сехечě- сехечěпе вăлта тытса кÿлě хěрринче ларнă, çÿт çанталăкпа киленме юратнă, тус-тантăшсемшěн çав тери çывăх юлташ пулнă, ытти нумай ачасем пекех вăрçăлла выляма кăмăлланă. Асăну кунěнче те Владимир çав тери спорта юратнине, лăпкă та лайăх юлташ  пулнине çывăх тус- тантăшěсем, тăванěсем  темиçе хутчен те асăнса хăварчěç.

1995-мěш çулхи кăрлач уйăхěнче Владимир Антонов тăракан 165-мěш полк Çурçěр Кавказа çитсе чарăнать. Вăл ун чухне çыхăну ушкăнěн водитель-электрикě шутланнă. Кăрлачăн 30-мěшěнче машинăсен колонни, кунта Антонов Владимир Анатольевич та пулнă, Çурçěр Осетинчен Грозный хулине çул тытнă. Самашки ялě çывăхěнче темиçе машина тăшмансен засадине лекнě. Анчах та çак çапăçуран пěр салтак та чěрě тухайман. Тăшман пульли пирěн ентешěмěрěн пурнăçне те татнă. Çав тери çамрăк пулнă вăл, 18 çулта çеç, апла пулин те Тăван çěр- шыв умěнче хăй ятне яман, çамрăк ěмěрне тăван çěр- шывшăн  хÿтěлесе пуçне хунă.

Антонов Владимир Анатольевича хăй çуралса ÿснě тăван ялěнче, Вăрнар районěнчи  Хурăнсурта пытарнă. Вилнě хыççăн ăна Паттарлăх орденěпе чысланă. Ял çыннисем, тус-юлташěсем, тăван –хурăнташěсем, шкулта вěрентекенсемпе вěренекенсем унăн сăнарне яланах асра тытаççě. Унăн сăнарне асра тытса шкулта стенд, асăну хăми йěркеленě. Пирĕн шкулта 2015ç. Антонов Владимир Анатольевич ячěпе хисепленекен кадетсен ушкăнне йěркеленĕ.

Асăну кунне Çěрпелти культура керменěнче ирттертěмĕр. Чечня вăрçин Паттăрне чыслама республикăн тěп хулинчен Шупашкартан, Вăрнар район администрацинчен,  районти техникумран килнě представительсем, Афганистанпа Чечня вăрçин ветеранěсем, ял çыннисем, шкул ачисемпе вěрентекенсем пуçтарăнчěç. Çавăн пекех хăйěн паттăр ывăлне тата юратнă шăллěне  Антонов Владимир Анатольевича асăнма ашшěпе пиччěшě – Анатолий Петровичпа Сергей Анатольевич те килчěç.

Тухса калаçакансем хушшинче çамрăк пограничниксен ушкăнне ертсе пыракан штаб начальникě Никифоров Ю. А., районти «Боевое братство» ушкăн ертÿçи Никитин О.Л., Çĕрпел ял поселени пуçлăхĕ Федорова Л.А тата шкул директорĕ Миронов И.А. пулчěç. Вěсен калаçăвě, ырă сěнěвěсем, чěнсе каланисем кашни çын чун- чěринчех ырă туйăмсем хускатрěç. Владимирăн ашшěпе пиччĕшĕ каланă самахсене вара никам та пăлханмасăр, куççуль кăлармасăр итлеме пултараймарě. «Чечня вăрçи юратнă ывăлăма, шăллăма ěмерлěхех тěп туни чуна ыраттарать… Сирěн нихăçан та çакăн пек çухату курмалла ан пултăрччě… Манăн ывăлăма асра тытнăшăн сире тав тăватăп…», -терěç вĕсем хăйсем те пăчăртанса тухакан куççульне чараймасăр.  Çав тери пысăк çухату тÿссе ирттернě çынна мěнле сăмах каласа лăплантарайăн. Паттăр ывăл çуратса ÿстернěшěн Анатолий  пурте тав сăмахě каларěç, унăн ырă сăнарне яланах асра тытма сăмах пачěç, шкулта вěренекенсем чечек çыххи парнелерěç.

Асăну кунне халалланă концертра Çěрпелти вăтам шкулта вěренекен ачасен сăвви- юррисем культура керменěнчи халăха тыткăнларěç, чылайăшě юхса анакан куççульне шăла- шăла сасăсăр макăрчěç. Владимир Антонова асăнса хатěрленě презентаци те пурин чун- чěринче те хускатрě:  ачалах çулěсенчи,  шкулта вěреннě, парта хушшинче ларнă вăхăтри, çамрăклăх çулěсенчи, салтак тумне тăхăннă вăхăтри сăн ÿкерчěксем пěрин хыççăн тепри черетленсе пыраççě. Ăçтан пăлханмасăр пăхса ларайăн-ха вěсем çине? 7-мěш класра вěренекен Сергеева Камилла юрланă «Вăрçа чарăр, аслисем!» юрă асăну кунěн чи хěрÿ тапхăрě пулчě тесессěн те юрать. «Чěрене пырса тивекен сăмахсене илтсен юрă пěтиччен те макăрма чарăнаймарăм, тăнăç пурнăçра та вăрçă нушине куракан ачасен сăнарěсем куç умне туха- туха тăраççě», - терě  Желудкина А.К., Дагестан тăвĕсем çинче Руслан ывăлне çухатнă амăшĕ.  Асăну кунне пирěнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă паттăрсене асра тытса шăплăх минучěпе вěçлерěç. Юлашкинчен Чечня вăрçинче пуç хунă Антонов Владимир Анатольевич асăну хăми умне чěрě чечексем хучěç. Ентешěмěрěн ырă сăнарě яланах пирěн чěрере упранě.