Шкул ачине тăван тавралăха упрама, ҫут ҫанталăк пурлăхĕпе пĕлсе усă курма вĕрентесси Тăван ҫĕр-шыва, тăван тавралăха, ҫуралнă кĕтесе чун-чĕререн юратнинчен пуҫланать. 2017 ҫула Раҫҫейре экологи ҫулталăкĕ тесе палăртнă. Ҫавăнпа эпир, Ҫĕрпелти вăтам шкулта ĕҫлекенсемпе вĕренекенсем, экологи ҫулталăкне хавхаланса кĕтсе илтĕмĕр, хамăр ума пысăк тĕллевсем лартрăмар. Мĕншĕн тесен этем яланах ҫут ҫанталăк ытамĕнче пурăннă. Вăл вăрманти, улăх- ҫаранти, шыв хĕрринчи кашни чĕр чун, йывăҫ-курăк ятне кăна мар, вĕсен сиенĕ–уссине те пĕлсе тăнă. Ҫут ҫанталăкра этем тăранмалăх ҫимĕҫ те, тумланмалăх ҫи-пуҫ та, сывлăха сиплемелĕх эмел те, кунсăр пуҫне, чуна йăпатмалăх килĕшÿпе илем те тупнă. Паянхи кун вара куҫ умне урăхларах ÿкерчĕк тухса тăрать. Наукăпа техника аталаннă май, промышленность сарăлнăҫемĕн этемлĕх хăйне ÿстернĕ «сăпкаран» - ҫут ҫанталăкран - аяккарах та аяккарах тарса пырать. Йышланса пыракан экологи проблемисем вара унăн ҫутă пуласлăхĕ пирки иккеленÿ ҫуратаҫҫĕ. Ку лару-тăрура ÿсекен ăрăвăн ăс-тăнпа чун пуянлăхне ҫут ҫанталăкпа килĕшÿллĕн, пур енлĕн аталантарасси вĕрентекенрен нумай килет. Ҫавăнпа та ял ачи тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, чĕр-чун, йывăҫ-курăк ячĕсене чăвашла та, вырăсла та пĕлтĕр, вĕсен уссине чухлатăр, тăван тавралăх илемĕпе килентĕр, ăна куҫ шăрҫине упранă пек упрама вĕрентĕр. Шкулта ачасене тĕрлĕ уроксенче, класс тулашĕнчи ĕҫсенче хамăр тăрăхри ҫут ҫанталăка, чĕр чун тата ÿсен-тăран тĕнчине лайăх пĕлме пулăшакан материалсемпе паллаштаратпăр, видеофильмсем куратпăр, презентацисем хатĕрлетпĕр.
Кăрлач уйăхĕн малтанхи кунĕсенче «Ҫут ҫанталăка упрама вĕренесси - кашни тивĕҫĕ» ятпа шкулта конференци ирттертĕмĕр, экологи ҫулталăкне савăнăҫлă лару-тăрура уҫрăмăр. Конференци пысăк хавхаланупа иртрĕ. Малтанах пухăннисене Раҫҫей Президенчĕн В.В. Путинăн Указĕпе паллаштартăмăр, мĕнле ĕҫсем туса ирттерме палăртнине сутсе яврăмăр. Тухса калаҫакансем ҫак ыйту питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварчĕҫ. Эпир те хамăр ума ҫивĕч ыйтусем кăларса тăратрăмар, вĕсене пĕрле тачă ҫыхăнса ĕҫлесессĕн ҫеҫ пурнăҫа кĕртме пултарнине ҫирĕплетсе хăвартăмар. Кашни класра вĕренекен ачасемпе тăван тавлалăха упрас, тĕрлĕ ҫуп-ҫапсенчен тасатса ăна илем кÿрес тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕҫсем тума палăртрăмăр. Пĕр саслăн пулса «Ҫут ҫанталăк, эпĕ санăн тусу!» ятлă ушкăн йĕркелерĕмĕр.