Конституци кунĕ тĕлне Çĕрпелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта «Пирĕн конституци» ятлă информаци сехечĕ иртрĕ. Историпе обществознани урокĕсене ертсе пыракан Игнатьева Н.Е. 9, 10 тата 11-мĕш классенче вĕренекенсене Конституци пирки каласа пачĕ. Унăн тытăмĕпе тата граждансен прависемпе паллаштарчĕ. Хыççăн шкул ачисем тĕрлĕ ыйтусем çине ответлерĕç. Учитель мероприяти вăхăтĕнче пуян презентаципе усă курчĕ.