Паян, 2016-мĕш çулхи раштавăн 10- мĕшĕнче, Çĕрпелти вăтам шкулта пĕрремĕш класса кайма хатĕрленекен ачасем вали хатĕрленÿ ушкăнĕ уçрĕç. Ачасем шкула хаваспах килчĕç. Вĕсем хăйсене сăпайлă тытрĕç, чылайăшĕ вулама, çырма, шутлама пĕлет. Шкула кайма хатĕрленекен ачасемпе пуçламăш классенче вĕренекен Васильева Т.В. ĕçлерĕ.