«Анне юратăвĕ океанран та тарăн» темăпа уçă урок иртрĕ

Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Çĕрпелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта шкулти методика пĕрлешĕвĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна вăтам шкулти чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ, методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Васильева Е.Ф. ертсе пычĕ.

Пухăннисен умĕнче чи малтанах ЧеркасоваС.Г. «Чăваш чĕлхи урокĕсенче ачасен пуплевне аталантарас ĕçре информаципе хутшăну технологийĕсемпе усă курасси» темăпа калаçу ирттерчĕ. Информаципе хутшăну технологийĕсем  шкул ачисен паянхи аталанăвне тивĕçтерекен, вĕрентме анлăрах майсем туса паракан хатĕрсем пулнине çирĕплетсе хăварчĕ. 

Унтан Черкасова С.Г. хайлав текстне тишкермелли хутăш урок ирттерчĕ. Çемьери ҫынсен чун-чĕрине ăнланма, пӗр-пӗрне хисеплеме вĕрентес, хайлав темипе тĕп шухăшне палăртма вĕрентес, сюжет йӗрне уҫса пама хӑнӑхтарас, пурнăçра пулса иртекен пулăмсемпе ĕçсене курма, вĕсен салтавĕсене чухлама хăнăхтарас, пулăмсемпе сăнарсем пирки харпăр хăй шухăшне ĕнентерес, ҫыннăн тата сăнарăн ырă тата япăх енĕсене курма, ыррине йышăнса, усаллине сивлеме хăнăхтарас; хайлаври ĕҫ-пулăма паянхи пурнăҫпа ҫыхăнтарса пурнăҫа ăнланма вĕрентес тĕллевпе 5 класра «Анне юратăвĕ океанран та тарăн» темăпа уçă урок ирттерчĕ.

Вĕренекенсем урокра хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕç. Чи малтанах тĕп сăнарсене хак пачĕç, хайлавăн тĕп шухăшĕ пирки калаҫрĕç, илемлĕх мелĕсене тупрĕç, ваттисен сăмахĕсемпе ĕҫлерĕç,кластер йĕркелерĕç, кроссвордăн тупсăмне шырарĕç, синквейн турĕç, «Анне вӑл пирӗн телей» хайлав ҫырма хатĕрленсе план йĕркелерĕç.

Итлекенсем урок ăнăçлă пулнине, вĕрентекен паянхи çĕнĕ технологисемпе аван усă курнине палăртрĕç, çакăн пек уçă урок ирттернине ырларĕç.