Чи çепĕç сăмахсем, чи ырă туйăмсем, чи хитре юрăсем паянхи кун – аннесем валли

 

Кашни ачан çуралсанах калакан  пĕрремĕш сăмахĕ – анне. «Чи çепĕç сăмахсем, чи ырă туйăмсем, чи хитре  юрăсем  паянхи кун – аннесем валли» тесе калаççĕ  5-мĕш класс вĕренекенĕсем  аннесене халалланă уява уçнă май. Вĕренекенсем амăшĕсене   илемлĕ юрăсем юрласа , тĕлĕнмелле чĕрене тивекен сăвăсем каласа пачĕç. Хăйсен аллипе тунă парнесем  амăшĕсене питĕ килĕшрĕç, савăнтарчĕç. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнса пĕчĕк парнесене тивĕç пулчĕç аннесем. 5-мĕш класс ертӳçи Елена Федоровна та аннесене ырă сăмахсем каларĕ, уяв ячĕпе саламларĕ. Аннесене уяв питĕ килĕшрĕ.