Юлашки шăнкăрав. Вĕренÿ вĕçленчĕ, умра – экзаменсем

Майăн 21-мĕшĕнче Çĕрпелти шкулта юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Кăçал вун пĕрмĕшпе тăххăрмĕш класран 22 ача вĕренсе тухать.  Савăнăçлă мероприятире çамрăксене ырă сунса каланă сăмахсем сахал мар пулчĕç. Уяв ячĕпе ачасене район администраци енчен Прокопьев В.В., шкул директорĕ Корнилов А.Я., Çĕрпел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петров С.Р., СХПК «Янгорчино» ертÿçи Романов Г.В.  саламларĕç, экзаменсене йĕркеллĕ тытма ăнăçу сунчĕç.

«Хисеплӗ шкул пӗтерекенсем, юлашки шăнкăравпа саламлатăп сире! Сирӗншӗн вăл паян ачалăхпа уйрăлса хăвăр тӗллӗн пурăнмалли çӗнӗ тапхăр символӗ пулса тăрать. Умра тепӗр яваплă тапхăр – патшалăхăн тӗп аттестацийӗ. Ун хыççăн пурнăç ориентирӗ пулса тăракан малашнехи професси çулне палăртса специальность суйласа илме тивет. Уншăн сирӗн вăй та, энерги те, пултарулăх та пур! Шкулта илнӗ пӗлӳ ӗмӗтленнине пурнăçлама пулăштăр. Çитӗнӳсем çинче чарăнса ан тăрăр, лайăххисен шутне кӗрес тӗллевпе малаллах утăр!», – терĕ шкул директорĕ Корнилов А.Я.

Вĕренÿре, спортра, тĕрлĕ мероприятисенче палăрнă ачасем дипломсемпе Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Вĕренсе тухакансене класс ертÿçисем, пĕрремĕш учительсем ăнăçу сунчĕç.

Пĕрремĕш класра вĕренекенсем пурне те уяв ячĕпе илемлĕ сăвăсемпе савăнтарчĕç. 11-мĕш класран вĕренсе тухакансем шкул пурнăçĕпе çыхăннă сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, вальс ташларĕç. 11-мĕшĕнчи Иванов А. 1-мĕш класри Павлова С. юлашки шăнкăрав пачĕç.