Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пирĕн шкулта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртрĕ. Ăна чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстерес тĕллевпе йĕркелерĕç. Диктант çырса хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслесе пăхас текенсем йышлăн пулчĕç. Шкул ачисемпе вĕрентекенсене, акцие хутшăнма кăмăл тунисене, текста чăваш чĕлхипе литаратури вĕрентекен учитель Черкасова С.Г. вуласа пачĕ.