Кочанов Никита — «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсăн çĕнтерÿçи

 
Кашни çул Çĕрпел шкулĕнче вĕренекенсем «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсра активлă хутшăнаççĕ.
Чĕкеç- вăл çуркунне символĕ. Çак ят вăл чăвашсен наци туйăмне питĕ çывăх, ахальтен мар чĕкеç чăваш халăхĕн юратнă кайăкĕ.
Кăçал 2013 çулхи нарăсăн 7- мĕшĕнче «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсра хутшăнма 2-11 классенче вĕренекен чылай ача кăмăл турĕç. Ачасем интересленсе чăвашла ыйтусем çине хуравсем тупма тăрăшрĕç. Пĕтĕмĕшле çак конкурсра вĕренекенсем хăйсен чăваш чĕлхипе пĕлĕвĕсене тĕрĕслеме пултарчĕç.
2-мĕш класра вĕренекен Кочанов Никита çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Ăна ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх педагогика унивситетĕнче хаклă парнесем парса хавхалантарĕç.
Эпир Никитăна саламлатпăр. Пысăк çитĕнÿ сунатпăр.