Кашни çул Çĕрпел шкулĕнче вĕренекенсем «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсра активлă хутшăнаççĕ.
Чĕкеç- вăл çуркунне символĕ. Çак ят вăл чăвашсен наци туйăмне питĕ çывăх, ахальтен мар чĕкеç чăваш халăхĕн юратнă кайăкĕ.
Конкурсăн тĕп тĕллевĕсем шутне ачасен тавракурăмне аталантарасси, чăваш чĕлхине интересленсе вĕренесси кĕреççĕ.
Кăçал 2013 çулхи нарăсăн 7- мĕшĕнче «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсра хутшăнма 2-11 классенче вĕренекен чылай ача кăмăл турĕç. Ачасем интересленсе чăвашла ыйтусем çине хуравсем тупма тăрăшрĕç. Пĕтĕмĕшле çак конкурсра вĕренекенсем хăйсен чăваш чĕлхипе пĕлĕвĕсене тĕрĕслеме пултарчĕç.