Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 74 çул çитрĕ. Çак аслă та хаклă кун ячĕпе Çĕрпел ялĕнче паян чăн-чăн уяв иртрĕ. Вуннăмĕш класс ачисем ирех хăнасене караул тăрса кĕтсе илчĕç. Ирхине 10 сехетре шкул ачисем, ял халăхĕ, хăнасем обелиск умне пуçтарăнчĕç. Аслă вăрçă ветеранĕ Федоров И.Ф., салтак арăмĕсем, салтак ачисем, вăрçă вăхăтĕнче фронтшăн вăй парса ĕçленĕ ялти ватăсем хисеплĕ хăна вырăнне ларса тухсан Çĕрпел ял поселенийĕн пуçлăхĕ Федорова Л.Ф. митинга уçрĕ, çак уяв кашни çыншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварчĕ.
Уява чĕннĕ хăнасем – Çĕрпел шкулĕн директорĕ Кузнецова Л.Н., «Янгорчино» тата «Хорнзор» сельхозпредприятийĕн пуçлăхĕсем Г.В. Романовпа Ф.Г. Кузьмин, ветерансен совечĕн председателĕ пурне те Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламларĕç, вăрçă асапĕ витĕр тухнă ватăсене тав сăмахĕ каларĕç. Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне шкул ачисем литмонтаж хатĕрленĕ.
Малалла Парад пуçланчĕ. Ăна Çĕрпел шкулĕнчи ОБЖ преподавателĕ Горбунов Ю.А. çÿллĕ шайра ертсе пычĕ. Çамрăк армеецсем хăйсен маттурлăхне, пултарулăхне кăтартрĕç. Обелиск тавра утса çаврăннă «Вилĕмсĕр полк» та кашни çыннăн чунне пырса тиврĕ, хумхантарчĕ.
Парад хыççăн вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнче шăплăх саманчĕ пулчĕ. Ун хыççăн пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă паттăрсене асăнса Байконурта салтак тивĕçĕсене пурнăçланă, запасри офицер Николай Иванович Васильев салют пачĕ.
Шкул ачисем палăк умне вилнисен ячĕпе чечексем хучĕç.
Асăну парачĕ иртнĕ хыççăн шкул коллективĕ пуçтарăннă ветерансене, хăнасене юрă-ташăпа савăнтарчĕ.
Паянхи таса тÿпешĕн, тăнăç пурнăçшăн, эпир çак пурнăçра пурришĕн çĕре çити пуç таятпăр сире, хисеплĕ вăрçă паттăрĕсем.