«Чăваш чĕлхи – ăс–тăн чечекĕ»

Чăваш чĕлхи  - тĕлĕнмелле çепĕс те янăравлă чĕлхе. Çакна палăртса ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче «Чăваш чĕлхи – ăс–тăн чечекĕ» уяв иртрĕ . Чăн малтанах чăваш чĕлхипе вĕрентекен Васильева Е.Ф. ачасене кĕскен чăваш символĕсемпе, поэчĕсемпе писателĕсемпе паллаштарчĕ. Пиллĕкмĕш класс ачисем чăваш чĕлхине чăваш халăхне мухтакан çĕкленÿллĕ сăвăсем вуларĕç,  тĕлĕнмелле илемлĕ  çепĕç юрăсем шăрантарчĕç. Пиллĕкмĕшсем хăйсен аллипе эмблема ăсталанă. Анастасия Феофанова çак эмблемăпа паллаштарчĕ. Ку эмблемăна чăваш тĕррипе илемлетнĕ, чăваш пилĕсене çырнă, варринче вара  чăваш гербĕ çинчи илемлĕ йывăç. Уяв пурне те питĕ килĕшрĕ.