Геройсене манмасть нихçан та халăх, çак палăк – ĕмĕр-ĕмĕр асăнмалăх

Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне Çĕрпелти пĕтĕмĕшле вăтам шкул вĕренекенĕсем обелиск территорине тасатса тирпейлеме тухрĕç. Çĕрпел ял поселенийĕнче вырнаçнă обелиск - Чăваш Республикинче пĕрре. Ǎна Анатолий Брындин скульпторпа Анатолий Иванов монументалист-художник проекчĕпе туса лартнă. Мрамор плитасем çине Аслă вăрçă хирĕнче пуç хунă 224 ентеш хушамачĕсене çырнă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ ентешсене асăнса лартнă обелиска шкул ачисем  асăрхаса - тирпейлесе тăраççĕ. Кашни çулах клумбăсем çинче чечек лартса ÿстереççĕ, мрамор плитасене çуса-тасатса тăраççĕ. Çак ĕçе шкулти аслă вожатăйпе Александрова Г.Н. тата вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен директор çумĕ Феофанова Л.В. йĕркелесе пыраççĕ.